Вӑрнар районӗнче пурӑнакан икӗ арҫын Ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленме тытӑннӑ ахӑртнех. Хайхискерсем вӑрмана кайса чӑрӑш касса килнӗ. Анчах ҫул ҫинче вӗсене ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ, чӑрӑш-качки полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
Йӗрке хуралҫисемпе вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем ҫав икӗ арҫын мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине палӑртӗҫ. Кун хыҫҫӑн вӗсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Арҫынсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ, ҫавӑнпа чӑрӑш касма кайнӑ. Анчах ку мӗнпе вӗҫленесси пирки шухӑшламан-тӑр.
РАШ | 08 |
Ҫӗнӗ ҫул уявне республикӑн тӗп хуламӑр хатӗрленнине сӑнатӑп та пӗр ыйту ҫуралать: нивушлӗ конус евӗрлӗ япала чӑрӑша ылмаштарма пултарать? Ӑҫта пӑхмастӑн — таҫта та конус евӗрлӗ чӑрӑшсем лартса тухнӑ.
Паллах, чӑрӑш йывӑҫҫи конуса аса илтерет. Кӑна хуть те мӗнле вӑрмана кайсан та лайӑх курма пулать. Анчах та чӑрӑш йывӑҫҫин тураттисем пулмалла-ҫке. Унсӑрӑн ӑна йывӑҫ тесе мӗнле калӑн? Ак, сӑмахран, суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи искуственнӑй чӑрӑшах пӑхар. Конус евӗрле-ха ӗнтӗ, анчах та тураттисем курӑннӑран ку япала чӑрӑш мар тесен шухӑш пӗрре те ҫуралмасть.
Конусне чӑн та ӑсталама йӳнӗрех ларать пуль. Ҫавах та унашкал конуссен мӗнле те пулин хӑйнеевӗрлӗхӗ пулмаллах. Тӗслӗхрен, Республика тӳремӗнче вырнаҫтарнӑ тӗп чӑрӑша илме пулать. Кӳлепи енчен ним пахалӑхӗ те ҫук. Анчах та ӑна чӑваш ҫӑлтӑрӗсемпе ӑсталанӑран вӑл питӗ хӑйне май курӑнать, Шупашкарӑн тӗп чӑрӑшӗ пулма тивӗҫлӗ мар тесе калаймӑн.
Тата тепӗр япала — тӗп хуларан чӑн-чӑн чӑрӑшсем ҫухала пуҫларӗҫ. Маларах эп сӑнанӑ тӑрӑх чӑн-чӑн чӑрӑшсене ытларах лартатчӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче сӗтел хатӗрлемешкӗн мӗн чухлӗ укҫа тухса каясси пирки эсир, ахӑртнех, хальлӗхе шухӑшламан-ха. Сирӗншӗн тӑкака Росстат шутланӑ. Кӑҫал Чӑваш Ен ҫыннисен уяв сӗтелӗ хатӗрлес тесен 5,3 пин тенкӗ кӑларса хумалла.
Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ ҫынран тӑракан ҫемьен уяв сӗтелӗ ҫулталӑкра 2,15 процент хакланнӑ. Пирӗн республика танлаштарӑмра 71-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсене илес тӗк, Киров, Пенза, Ӗренпур облаҫӗсенче, Тутарстанра, Мари Элта, Мӑкшӑ Республикинче, Чӑваш Енрипе танлаштарсан, уяв сӗтелӗ йӳнӗрех кайса ларӗ.
Уяв сӗтелӗ йышне мӗн кӗрет-ха? «Кӗрӗк айӗнчи сельдь», «Оливье» салатсем, лосось йышши пулӑсен вӑлчи, аш, торт, пулӑ, улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ, эрех, коньяк, хӗрлӗ эрех тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Пӗтӗмпе списокра – 29 пункт.
«Оливье» тата «Кӗрӗк айӗнчи сельдь» салатсем миҫе тенке кайса ларассине те шутланӑ Росстат: 261,67 тата 130,44 тенкӗ.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Шупашкар хули илемленсех пырать. Нумаях пулмасть хулара шурӑ тӗслӗ чӑрӑш лартнӑ. Ӑна кӳлмекре арҫынсен мӑнастирӗнчен инҫех мар вырнаҫтарнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ шурӑ чӑрӑш ҫитес вӑхӑтра тата илемленессе шантарать. Ӑна мӗнпе те пулин капӑрлатма палӑртнӑ.
Сӑмах май, хулара темиҫе вырӑнта чӑрӑшсем лартӗҫ. Республика тӳремӗнчи тӗп чӑрӑш ҫӑлтӑрӗсене нумаях пулмасть ҫутнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Хӗрлӗ тӳремре те Ҫӗнӗ ҫул «чиперкки» пулӗ. Ӑна пуҫтарнӑ ӗнтӗ, кӗҫех капӑрлатса пӗтерӗҫ.
«Мир Луксор» кинотеатр умӗнче те чӑрӑш тавра вӑйӑ картине тӑма май пулӗ. Ӑна пӗр банк вырнаҫтарӗ. Ҫав банках Хӗрлӗ тӳремре 6 метр диаметрлӑ Ҫӗнӗ ҫул хӑмпи вырнаҫтарӗ.
Чӑваш Енри тӳре-шара Украинӑри Донецк тата Луганск облаҫӗсенчи ачасене Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламласшӑн. Вӗсем валли пылак парне туянмашкӑн укҫа пухнӑ ӗнтӗ.
Кунашкал акцие республикӑра кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Министерствӑсенче тата ытти учрежденире ӗҫлекен ҫынсем пылак кучченеҫ туянмашкӑн укҫа-тенкӗ пухнӑ. Кӗске вӑхӑтрах 1 миллион та 80 пин тенкӗ пуҫтарӑннӑ.
Ку укҫапа 5 пин пылак кучченеҫ туянма пулать. ЧР Ӗҫлев министерствипе ИӖМ укҫа пуринчен те ытларах пухнӑ-мӗн. Тӗнче тетелӗнче хӑшӗ-пӗри хыпарланӑ тӑрӑх, ахаль тӳре-шара 200 тенкӗ панӑ.
Ҫак кунсенче гуманитари пулӑшӑвне Ногинск хулине янӑ, унтан парнесене Украинӑна ӑсатӗҫ.
Паян календарьпе — хӗллен пӗрремӗш кунӗ. Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Шупашкар капӑрланма тытӑннӑ ӗнтӗ. Паян Республика тӳремне лартнӑ тӗп чӑрӑш йӑлтӑр-ялтӑр йӑлкӑшма пуҫланӑ.
Малашне кашни кун тавралӑх тӗттӗмленсен чӑрӑш ҫинчи 60 ҫӑлтӑр ҫутатма тытӑнӗ. Вӗсене, тӗрлӗ калӑпӑшлӑскерсене, наци эрешӗ евӗр тунӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян хулари Ҫӗнӗ ҫул капӑрлӑхӗсене вырнаҫтарса пӗтермелле пулнӑ. Республика тӳремӗнчи тӗп чӑрӑш ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗччен ларӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗр чӑрӑша савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫутнӑ. Ун чухне Шупашкар анлӑ сарӑлнӑ «Манекен челлендж» флешмоба хутшӑннӑ. Ун чухне акцие 350 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Ачасем Хӗл Мучи пуррине ӗненеҫҫӗ. Унпа калаҫма пулать-и? Паллах! Тӗнче тетелӗнчи пӗр блог йӗркелӳҫисем пӗчӗккисем валли Ҫӗнӗ ҫул парни хатӗрленӗ. Ачасем телефонпа шӑнкӑравласа Хӗл Мучипе калаҫма пултараҫҫӗ.
Блог йӗркелӳҫисем Раҫҫейре пурӑнакансене темиҫе телефон номерӗ сӗннӗ. Вӗсемпе шӑнкӑравласан телефон кӗпҫине Хӗл Мучи тытать, ача унпа калаҫма пултарать. Чӑн-чӑн Хӗл Мучи мар паллах. Ун вырӑнне автоответчик пулӗ, вӑл ачана ыйтусене хуравлама май туса парса пӗчӗк тӑхтавсемпе калаҫӗ.
Пур номерпе те тӳлевсӗрех шӑнкӑравлама пулать. Списокра сирӗн хула ҫук тӑк кирек хӑш номерпе те шӑнкӑравлама май пур. Анчах ун чухне укҫа тӳлеме тивет.
Списокра – 50 ытла хула. Телее, вӗсен йышӗнче Шупашкар пур. Телефон номерӗ: +7(835)223-86-82.
Ҫӗнӗ 2018 ҫула кӗтсе илме Шупашкарта хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Тӗп почта умӗнче кашни ҫулах мӗнле те пулин кӳлепе вырнаҫтараҫҫӗ. Кӑҫал унта мӗнле чӗрчун вырӑн тупӗ-ха?
Шупашкар хула администрацийӗ вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: кӑҫал тӗп почта умӗнче «Простоквашино» мультфильмри Шарик пулӗ. Ӑна, ытти ҫулти пек, пӑртан хатӗрлемӗҫ.
Шарик кӳлепине Шупашкар ӑсти Александр Жигарев хатӗрленӗ. Хальлӗхе юр ҫӑвасса кӗтеҫҫӗ. Юр ҫусанах кӳлепе валли «юрлӑ минтер» хатӗрлӗҫ, унтан Шарика вырнаҫтарӗҫ. Хальлӗхе Шарик хула администрацийӗн фойинче тунсӑхласа ларать.
Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумай юлнӑ пек туйӑнать-и? Анчах сиссе те юлаймастӑр – уяв ҫитсе тӑрӗ. Ҫӗнӗ ҫула ӑҫта ирттересси пирки пуҫ вататӑр-и? Tvil.ru сайт вара туристсене уява Шупашкарта ирттерме сӗнет.
Мӗншӗн шӑпах Шупашкарта-ха? Мӗншӗн тесен тӗп хуламӑрта уява ирттерме укҫа нумай кирлӗ мар-мӗн. Tvil.ru сайт Ҫӗнӗ ҫулта йӳнӗ хакпа канма май пур хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ.
Сайт раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен хӑна ҫурчӗсемпе хваттерсене тара илме мӗн хак пулнине шута илнӗ. Шупашкар танлаштарӑмра 6-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑтамран туристсем Шупашкарта пурӑнмалли вырӑна икӗ талӑклӑха тара илеҫҫӗ. Куншӑн вӗсем 1,5 тенкӗрен те сахалрах тӳлеҫҫӗ.
ТОП-10 списока Смоленск, Аслӑ Новгород, Воронеж, Сарӑту, Новосибирск, Ижевск, Белгород, Липецк, Киров хулисем те кӗнӗ.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Майӗпен хула уява хатӗрленме тытӑнӗ. Тӗп чӑрӑша хӑҫан лартасси те паллӑ.
20 метр ҫӳллӗш чӑрӑша яланхи пекех Республика тӳремне вырнаҫтарӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне лартӗҫ.
Тӗп чӑрӑш 3164 туратран тӑрать. Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, ӑна наци эрешӗсемпе илемлетӗҫ, тӗрлӗ калӑпӑшлӑ, ҫутатакан 60 ҫӑлтӑрпа капӑрлатӗҫ. Ҫӑлтӑрсем кӑнтӑрла та, каҫхине те илӗртӳллӗ курӑнӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсене ятарлӑ ҫутӑ пулӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Шупашкар хулине раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ ҫул сӗмӗпе капӑрлатӗҫ.
Аса илтерер: иртнӗ ҫулсенче Шупашкарти тӗп чӑрӑш пирки калаҫу нумай пулнӑччӗ. Чылайӑшне унӑн хакӗ килӗшмен: вӑл 6 миллон ытла тенкӗ тӑрать-ҫке-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |